| 5140 | Пуш сӑмахӑн тути ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5141 | Пуш сӑмахпа ӳпре те вӗлереймӗн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5142 | Пуш сӑмахран пушар тухнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5143 | Пуш халап халтан ярать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5144 | Пуш халап чӑх пӑх тути калать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5145 | Пыл, пыл тенипе ҫӑварта пылак пулас ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5146 | Пылак сӑмах пылтан тутлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5147 | Пыллӑ сӑмах пуҫа ҫавӑрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5148 | Пыллӑ сӑмахра ват нумай. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5149 | Пысӑк сӑмах каличчен пысӑк чӗлӗ ҫӑкӑр тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5185 | Самаха тытма пӗлес пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5150 | Сахал калаҫ та нумайрах ту. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5151 | Сахал калаҫсан ҫылӑх сахал. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5152 | Сахал сӑмах сахӑр пек, нумай сӑмах нимӗр пек. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5153 | Сӑйлама сӑй кирлӗ, сӑмахлама ӑс кирлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5154 | Сӑйлама сӑй пулмасан сӑмаху сӑйлӑ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5155 | Сӑйне кура сӑмахӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5156 | Сӑмах акнипе ҫӑмах шӑтас ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5157 | Сӑмах ваклас тесен те кӳршӗ кирлӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5158 | Сӑмах вӑл вилсен те виҫ кунлӑх юлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5159 | Сӑмах вӗҫлӗ пулни лайӑх, этем ӗҫлӗ пулни лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5160 | Сӑмах вӗҫне ҫӑхан та вӗҫсе ҫитес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5161 | Сӑмах витмен ҫынна чӗн пушӑпа витерес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5162 | Сӑмах выльӑх мар, тухса кайсан каялла тавӑрмалла мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5163 | Сӑмах куҫа кӗмест, тӗтӗм куҫа кӗрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5164 | Сӑмах пама ҫӑмӑл, тытма йывӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5165 | Сӑмах сала кайӑк мар, тухса кайсан каялла тавӑрмалла мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5166 | Сӑмах саракан ҫыннӑн ҫӑварне мӑн савӑл тенӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5167 | Сӑмах сарса ҫӳриччен сӑмала чӑмла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5168 | Сӑмах ҫӑвартан тухсан алӑкран тухать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5169 | Сӑмах ҫӑмах мар, хыпса яраймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5170 | Сӑмах ҫӑмхи сӳтелсе пӗтес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5171 | Сӑмах ҫерҫи мар, пӗр тухсассӑн тытаймӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5182 | Сӑмах ҫил пек пырать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5172 | Сӑмах ҫине килсе кӗрекен сӑваплӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5173 | Сӑмах ҫукран сӑмах, сирӗн хур аҫи ҫӑмарта пуҫланӑ-ши? | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5174 | Сӑмах татӑклӑ пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5175 | Сӑмах хӑй хуҫипе пӗрле ҫӳремест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5176 | Сӑмах чӗлхе вӗҫӗнче, шухӑш чӗре тӗпӗнче. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5177 | Сӑмах ылтӑнпа пӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5178 | Сӑмаха каличчен пуҫ тавра виҫҫӗ ҫавӑрса шухӑшла. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5179 | Сӑмаха каллӗ-маллӗ тума юрамасть. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5180 | Сӑмаха пӗрре ҫӑвартан кӑларса ярсан каялла кӳртес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5181 | Сӑмаха пуҫпа шутламасӑр ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5183 | Сӑмаха ҫил ҫине ан вӗҫтер. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5184 | Сӑмаха тӗллӗ калаҫас пулать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5187 | Сӑмахан виҫи пултӑр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5186 | Сӑмахӑн вӗҫӗ пур, кирлӗ марне каламаҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5188 | Сӑмахӑн пӗр вӗҫӗ пыллӑ, тепӗр вӗҫӗ пӑхлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5189 | Сӑмахӑн хӳри ҫук, тухса кайсан тытма ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |